И. Я. Яковлев калавĕсем тăрăх ÿкернĕ ĕçсен конкурсĕ пырать

И. Я. Яковлев калавĕсем тăрăх ÿкернĕ  ĕçсен конкурсĕ пырать

  Нискассинчи  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни малалла пырать. Чăваш чĕлхи эрнин планĕпе килĕшÿллĕн, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх çырнă ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Ку конкурса 1-7 -мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Хăйсем вуланă калавсем тăрăх ÿкерчĕксем турĕç. Çак мероприяти вăхăтĕнче кашни ача хăйĕн пултарулăхне, ăсталăхне кăтартма пултарчĕ. Пуçламаш класс ачисем уйрăмах хастар хутшăнни, тăрăшса хатĕрленни палăрчĕ.

    Маттур, ачасем, малалла та ăнăçу сунатпăр сире!