Чăваш чĕлхипе литература эрни уçăлчĕ

Чăваш чĕлхипе литература эрни уçăлчĕ

Паян чăваш чĕлхипе литература эрнине 5 – 9 –мĕш классем «Чăваш ен ачисем» документлă фильм пăхнипе уçрăмăр. Вĕренекенсене ачасем ÿкернĕ фильм питĕ килĕшрĕ. Чăваш республикине кĕрекен тĕрлĕ хулари ачасем хамăр тăван республика, тăван чĕлхе çине мĕнле пăхни питĕ кăсăклă пулчĕ. Кашни ачанах хăйĕн ĕмĕтне кăшт та пулин чăваш чĕлхине аталантарассипе çыхăнтарас кăмăл çуралчĕ.

                             Н.И.Осипова, Нискасси шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ.



Ака уйăхĕн 19 – мĕшĕ.